Ҫӗнӗ Шупашкарти историпе ӳнер музей комплексӗн директорне Александр Ильина нумаях пулмасть ӗҫрен хӑтарнӑ. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Сергей Семенов тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ (Александр Ильин ҫавӑн пек хисеплӗ ятлӑ пулнӑ) спутник-хулари кордодром ыйтӑвне сӳтсе явакансене хӑй ертсе пыракан организацире пухнишӗн должноҫсӑр юлнӑ. Ку шухӑша парламентари «Правда ПФО» интернет-хаҫата панӑ интервьюра палӑртнӑ.
Кордодром пирки ҫакна каламалла. Маларах унта ачасем хӑйсен вӗҫев аппарачӗсене шухӑшласа кӑларнӑ, вӗсене тӗрӗслесе пӑхнӑ. Кӑштахран кордодрома шав кӑларать йышши сӑлтавпа хӗсме тытӑннӑ, ӑна урӑх вырӑна куҫарма хулари депутатсем йышӑну тунӑ.
57 ҫулти Светлана Петровӑна Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министрӗн ҫумӗнчен хӑтарнӑ. Министр ҫумӗнче 15 ҫула яхӑн ӗҫленӗскер 2012 ҫулта пӗрремӗш ҫум пуканне йышӑннӑ. Ӑна пӗлекенсенчен хӑшӗсем: «Шывра та путмасть, вутра та ҫунмасть», — теме юрататчӗҫ. Ҫак сӑмаха вӗсем Светлана Владимировна тӗрлӗ министрпа ӗҫлеме пултарнӑран каланӑ-тӑр.
Ӗҫ биографине Светлана Петрова Шупашкар районӗнчи Ишлейри шкулта пуҫламӑш классене вӗрентнинчен пуҫланӑ. Унта вӑл 1978–1985 ҫулсенче тимленӗ. Унтан КПСС Шупашкар райкомне куҫнӑ, райӗҫтӑвкомра тӑрӑшнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче темиҫе уйӑх ӗҫленӗ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн Социаллӑ политика министерствинче ертсе пыракан специалистра вӑй хума тытӑннӑ. Патшалӑхӑн ытти службинче те тӑрӑшнӑ.
Светлана Петрова тӗлӗшпе хушӑва республика Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин ӗнер, кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче, кӑларнӑ. Хутра Светлана Владимировнӑна тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ пирки хӑтарнине палӑртнӑ.
Паян, кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрне Сергей Артамонова республика Правительствин пуҫлӑхӗн ҫумне лартнӑ. Ҫӗнӗ тилхепене шаннӑ Сергей Геннадьевичпа Михаил Игнатьев Элтепер тӗлпулнӑ, агропромышленность комплексӗн ӗҫ-хӗлне, отраслӗн малашлӑх планӗсене сӳтсе явнипе пӗрлех вице-премьера ҫӗнӗ тивӗҫе ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлама суннӑ. «Сирӗн тӗллев — республика Правительствин йышӗнче 10 ҫултан кая мар ӗҫлесси», — тенӗ Элтепер ҫамрӑк та пултаруллӑ ертӳҫӗне.
Аса илтеретпӗр, Сергей Артамонов Ҫӗрпӳ район администрацине ертсе пынӑччӗ. Кайран ӑна Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацине куҫарнӑччӗ. Унта вӑл Администраци ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗнче — шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑччӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗ правительство йӗркеленӗ май Сергей Артамонова ял хуҫалӑх министрӗ пулма шаннӑччӗ.
Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви ҫак кунсенче харӑсах икӗ пуҫлӑха шырать. Ҫухалнӑ ҫынсен йӗрӗ ҫине ӳкме ӑнтӑлмаҫҫӗ-ха, директор тилхепине тыттарма тивӗҫҫисене тупасшӑн: ЧР Транспорт министерстви «Чӑвашавтотранс» тата Чӑваш Республикин автомобиль ҫулӗсен управленийӗ валли пуҫлӑхсем суйлать.
«Чӑвашавтотранса» ертсе пынӑ Сергей Аказеев иртнӗ уйӑхӑн ҫурринче хӑйӗн пуканне пушатнӑ. Ку должноҫре вӑл тӑхӑр уйӑх тӑрӑшнӑ. Кӑткӑс лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнӗ предприятие йывӑрлӑхран кӑларма ҫав тапхӑрта май килмен. Пассажирсене турттаракан пысӑк предприяти темиҫешер миллион тенкӗлӗх парӑма кӗрсе кайнӑ.
Чӑваш Республикин автомобиль ҫулӗсен управленине хальхи вӑхӑтра Евгений Барсуков ертӳҫӗ вырӑнӗнче ертсе пырать. Унччен генерал-майор Федерацин наркотӗрӗслевӗн республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑччӗ.
Директорсене ҫитес уйӑхӑн ҫурринче палӑртмалла.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн экономика аталанӑвӗ тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Михаил Жирнов хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен каясси пирки заявлени ҫырнӑ.
Хула администрацийӗн сайтӗнче хальлӗхе кун пирки нимӗнле хыпар та ҫук. Анчах администраци ӗҫченӗсен списокӗнче унӑн сӑнӳкерчӗкне тата ят-шывне хуратнӑ.
Михаил Жирнов ку должноҫра 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнченпе ӗҫленӗ. Вӑл Алексей Ладыковӑн ҫумӗнче виҫӗ уйӑх ытла ҫеҫ вӑй хунӑ.
Куславкка район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тилхепине е Иван Рожкова, е Андрей Васильева шанассине маларах Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, конкурса ултӑ ҫын хутшӑннӑччӗ. Раштавӑн 5-мӗшӗнче ӑна пӗтӗмлетме конкурс комиссийӗн ертӳҫи — Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев ертсе пыракан ушкӑн пуҫтарӑннӑччӗ. Комисси райадминистраци пуҫлӑхӗн тилхепине ҫав тивӗҫе пурнӑҫлакан Иван Рожкова е Андрей Васильева шанма пулать тесе йышӑннине пӗлтернӗччӗ. Каярах Депутатсен пухӑвӗ иртнӗ, унта Андрей Васильев кандидатури ҫӗнтернӗ. Андрей Васильевӑн кӗске биографине сайтра хальлӗхе пӗлтермен.
Куславкка район администрацине 2012-мӗш ҫултанпа ертсе пынӑ Валентин Колумб иртнӗ ҫулхи юпа йухӑхӗн юлашки кунӗнче должноҫрен кайнӑччӗ.
Нумаях пулмасть Лидия Филиппова, «Республика» хаҫат редакторӗнче ӗҫленӗскер, ЧР Культура министерствине куҫнине пӗлтернӗччӗ. Халӗ Патшалӑх Канашӗн хаҫатне ҫӗнӗ пуҫлӑх ертсе пырать.
Ваканси пушансан хаҫат директорне палӑртас тӗллевпе раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче конкурс ирттересси пирки пӗлтернӗ. Унта Сергей Валерьевич Мясников ҫӗнтернӗ.
Вӑл патшалӑх службинче чылай ҫул ӗҫленӗ — 15 ҫул ытла. Юлашки ҫулта вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗн администрацийӗнче информаципе аналитика управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ республикӑн ӗҫ тӑвакан влаҫ органне лекме пултаракансен списокне ҫирӗплетнӗ. Кадр резервӗ текеннине хальхинче тухтӑрсем, хаҫатҫӑсем, вӗрентекенсем тата ытти ӗҫре тӑрӑшакансем лекнӗ.
Ҫемҫе пукана ҫывӑххисен списокне, сӑмахран, Республикӑри офтальмологи пульницин тӗп врачӗ Дмитрий Арсютов, Шупашкарти стоматологи поликлиникин тӗп тухтӑрӗ Владимир Викторов, Федерацин ортопедипе травматологи центрӗн тӗп тухтӑрӗ Николай Николаев лекнӗ. Ҫаксем пурте — ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем. Шупашкарти 5-мӗш гимнази директорӗ Инна Исаева, вӑл та чӑваш парламенчӗн депутачӗ, ҫак списокра. Патшалӑх влаҫ органӗсенче ӗҫ вырӑнӗ тупас шанчӑк хаҫат редакторӗсен те пур. Анчах пурин те мар. Кадр резервне «Советская Чувашия» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Владимир Васильев тата Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» хаҫатӑн редакторӗ Наталья Колыванова кӗнӗ.
Паян, раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ документа алӑ пусса ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумне Александр Сидоренко должноҫран кӑларнӑ.
Александр Сидоренко ҫӳлерех асӑннӑ министерствӑна 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче килнӗ. Вӑл виҫӗ пая ертсе пынӑ. Унӑн тивӗҫӗ республикӑри инфокоммуникаци инфратытӑмне аталантарасси пулнӑ.
Палӑртмалла: халӗ Александр Иванов министрӑн пӗр ҫум юлнӑ. Вӑл – Юлия Стройкова.
Паян, раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушу алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, Элтепер администрацийӗн ертӳҫин ҫумне Владислав Кротова ҫирӗплетнӗ.
Хӑш-пӗр ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, кунта сӑмах Элтеперӗн хуралҫинче темиҫе ҫул ӗҫленӗ Владислав Кротов пирки сӑмах пырать. Кӗркунне ӑна ҫынсем республика правительствин командин йышӗнче хоккей матчӗнче асӑрханӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |